Ҫуркуннен пӗрремӗш кунне Ҫӗнӗ Шупашкарта шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденине ҫӳрекенсен ашшӗ-амӑшӗ митингпа кӗтсе илесшӗн иккен. Ӑна вӗсем хула администрацийӗнчен инҫе мар вырӑнта йӗркелесшӗн.
Ашшӗ-амӑшне пухӑнма ача-пӑча пахчин хакне хӑпартни хистенӗ иккен. Малашне пӗчӗккисене 10 сехетлӗхе унта янӑшӑн 1 575 тенкӗ кӑларса хума тивӗ, 12 сехетшӗн — 1 890 тенкӗ. Ҫынсене уйрӑмах спутник-хулара ҫур ҫул каялла кӑна хаксене 1200-тен 1500-е хӑпартни тарӑхтарать, пухӑнма хистет.
Вӗренӳ управленийӗ 2014–2016 ҫулсем валли «Пирӗн хӑрушлӑхсӑр ача пахчи» программа хатӗрлет. Тӗллевӗ — ачасен хӑрушсӑрлӑхӗ.
Программӑпа килӗшӳллӗн Шупашкарти вӗренӳ учрежденийӗсенче террортан хӳтӗленес тӗллевпе хушма мерӑсем йышӑнӗҫ. Картасене улӑштарма, мониторинг, инкеклӗ лару-тӑру ҫинчен пӗлтерекен тытӑмсене лартма, хӑрнӑ йывӑҫсене касма палӑртнӑ. Хӑш-пӗр ача пахчисенче автоматика шлакбаумӗ лартма палӑртнӑ.
Хула влаҫӗ вара вӗренӳ учрежденийӗсене видеотытӑмсемпе малалла тивӗҫтереҫҫӗ. Планпа килӗшӳллӗн 2014 ҫул вӗҫне Шупашкарти учрежденисен 50 проценчӗ видеотытӑмлӑ пулмалла.
«Пирӗн хӑрушлӑхсӑр ача пахчи» программӑна пурнӑҫламашкӑн хула хыснинчен укҫа уйӑрӗҫ. Проекта йышӑнсан вырӑнти тӳре-шаран хурал предприятийӗ шырамалла. Вӑл вырӑнсенчи йӗркешӗн яваплӑ пулӗ.

Етӗрне районӗнчи Пӑчанар ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Иванов Анатолий Геннадьевич Чечняра пуҫне хунӑ. Пӑчанар ялӗ Кӑкшӑм ял тӑрӑхне кӗрет. Паттӑр салтака асӑнса Кӑкшӑмра кӑҫалхипе 9-мӗш хут йӗлтӗрҫӗсен ӑмӑртӑвӗсем иртрӗҫ. Ӑмӑртӑва районти тӗрлӗ шкул ушкӑнӗсем хастар хутшӑнчӗҫ: Кӑкшӑмри 9 ҫул вӗренмелли шкул спортсменӗсемпе танах Палтайри, Урпашри, Етӗрнери 2-мӗш номерлӗ, Мӑн Чурашри, Тури Ачакри тата Кивӗ Тинкешри вӑтам шкул ачисем хутшӑнчӗҫ.
Пухӑннисене Кӑкшӑм ял администраци пуҫлӑхӗ Михайлов Константин Николаевич саламларӗ. Унтан Анатолий амӑшӗ Калиса Михайловна тата Етӗрнери Афган вӑрҫине хутшӑннисен «Вӑрҫӑра сусӑрланнисем» обществӑлла организаци председателӗ Кириллов Николай Ильич ӑмӑртӑва хутшӑнакансем умӗнче сӑмах каларӗҫ.
Чи малтан старта Кӑкшӑмри «Ҫӑлкуҫ» ача пахчине ҫӳрекен Алеша Иванов тухрӗ, ӑна асӑнмалӑх медаль, Хисеп хучӗ тата парне парса чысларӗҫ.
Канаш районӗнчи Карӑклӑ ялӗнчи ача пахчинче пӗчӗккисем валли паян тепӗр ушкӑнлӑх вырӑн уҫӑлнӑ. Ӑна валли республика хыснинчен 2 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫав укҫана ушкӑн валли пӳлӗме юсаса ҫӗнетме, сӗтел-пукан туянма янӑ. Ҫӗнӗрен уҫӑлнӑ ушкӑна 20 ача хӑйӗн хаваслӑ сассипе тултарӗ.
Хӗрлӗ хӑйӑва касма районти тӗрлӗ пуҫлӑх тата Чӑваш Енӗн вӗренӳ министрӗн ҫумӗ таранах пырса ҫитнӗ. Тӳресене ача пахчин ертӳҫи Е.Г. Георгиева тем пек тав тунӑ. Ун пек мероприятисенче ашшӗ-амӑшне те сӑмах параҫҫӗ те, караклӑсем те ыттисенчен уйрӑлса тӑрас темен: М.В. Шавгеева ятлӑ амӑшӗ строительсене, район администрацине ырланӑ-мухтанӑ.

Улатӑрти «Ҫӑлтӑрчӑк» ача пахчинче «Пӗчӗк Олимпиада» спорт уявӗ ирттернӗ. Шӑпӑрлансене Олимп вӑййисен историйӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Каласа кӑтартнипех ҫырлахман-ха — пӗчӗкскерсен уявӗ асра юлмалла пултӑр тесе тӗрлӗ ӑмӑрту йӗркеленӗ. Вырӑнтисем хыпарланине ӗненсен пӗчӗкскерсем ҫавӑн хыҫҫӑнах Олимп вӑййипе кӑсӑкланма тытӑнса кайнӑ. Вӗсем Олимпиадӑра пулӑмсемпе хаваслансах паллашаҫҫӗ имӗш.
Ача-пӑча учрежденийӗн ертӳҫи Ирина Яшина вара ҫавӑн йышши мероприятисем ачасен сывлӑхне ҫирӗплетме, вӗсен сывӑ пурнӑҫ йӑли-йӗркипе пурӑнас туртӑмне вӑйлатнине палӑртса хӑварнӑ.
Шупашкарти 118-мӗш ача пахчинче хальхи вӑхӑтра Сочире иртекен хӗллехи олимп вӑййисен элемӗсене — символӗсене — туса лартнӑ. Кун пирки «ПроГород» хаҫат сайчӗ пӗлтерет.
Юр кӗлеткисене «Чи лайӑх спорт пайӗ» конкурс-курава хутшӑннӑ май — вӑл халь хулари шкул умӗнхи вӗренӳ учрежденийӗсенче пырать — ӑсталанӑ иккен. Ку ӗҫре ачасем те, ашшӗ-амӑшӗ те, ачасене ӑс паракансем те хастар хутшӑннӑ.
Ҫавӑн пекех 118-мӗш ача пахчинче юмах сӑнарӗсене те туса лартнӑ. Юр кӗлеткисенче ытларах вырӑс халӑхӑн юмахӗсенче тӗл пулаканнисем сӑнарланнӑ. Ку пирӗн шутпа воспитани ӗҫӗнче чӑваш халӑх юмахӗсем сахал вырӑн йышӑннипе ҫыхӑннӑ.
Шупашкарти 122-мӗш ача-пӑча пахчинче «Ҫӑлтӑрпа зарядка» ирттернӗ. Шӑпӑрлансемпе тӗлпулӑва хӑвӑрт утассипе тӗнче чемпионки Алина Иванова пынӑ. А. Иванова — ҫӑмӑл атлетикӑпа СССРӑн тава тивӗҫлӗ спорт маҫтӑрӗ, 1992 ҫулта XXV Ҫуллахи Олимп вӑййисене хутшӑннӑ, марафон турнирӗсенче Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенче, Европӑра ҫӗнтернӗ, Чӑваш Республикин физкультурӑпа спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ.
Шӑпӑрлансене спортсменка спортри ҫитнӗнӳсем пирки каласа панӑ, медальсемпе тӗрлӗ наградӑна кӑтартнӑ. Ачасем спортсмена кӑмӑлтан итленӗ, пӗрле сӑн та ӳкерӗннӗ. Унтан вӗсем «ҫӑлтӑрпа» зарядкӑна тӑнӑ.
Сӑнсем (7)
Шупашкарта иртнӗ ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче «550 ырӑ ӗҫ» марафон ирттерме йышӑннӑ. Вӑл паян кун та малалла тӑсӑлать. Ҫавна май Шупашкарти 26-мӗш ача-пӑча пахчине «Шкул ҫулне ҫитменнисен вӗрентӗвне аталантарасси» учреждени ертӳҫин ҫумӗ Елена Фарфоровская пырса ҫитнӗ. Паллах, пушӑ алӑпа мар. Ачасене вӑл Шупашкарта ырӑ ӗҫсем туни, ятарлӑ акцисемпе маарфонсем ирттерни пирки каласа кӑтартнӑ.
Асӑннӑ учреждение ҫӳрекен Валерия Никонова ашшӗ-амӑшӗ ырӑ ӗҫсем тӑвакан ҫынсене тав туса сӑмах та каланӑ.
Тӗпренчӗкӗсене ача-пӑча пахчине яма черете тӑрас тесен ӳлӗмрен вӗренӳ пайне е нумай ӗҫ тӑвакан центра ҫити кайма кирлӗ мар. Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнчен черете килте ларсах ҫырӑнма май туса панӑ.
Электрон черете тӑрас тесен компьютер тата тӗнче тетелне тухма май пулмалла кӑна. Sad.edu.cap.ru текен сайта кӗрсе регистрациленмелле. Унтан ашшӗ-амӑшӗ валли ятарлӑ код ярса парӗҫ. Ун тӑрӑх вӗсем черет епле шунине сӑнаса тӑрайӗҫ. Онлайн меслечӗпе специалистсенчен тӗрлӗ ыйтӑва уҫӑмлатма май та туса панӑ.
Шел те, пирӗн тӳре-шарасем ниепле те сайтсем тунӑ май республикӑн икӗ патшалӑх чӗлхипе те усӑ курма вӗренсе ҫитеймеҫҫӗ. Ҫӗнӗ сайт та — вырӑсла кӑна.
Ҫак кунсенче «Пакша» ача пахчинче хаваслӑ пулӑм иртнӗ-мӗн. Кун пирки Шупашкар район администрацийӗ хыпарлать. Асӑннӑ учреждени Пархикасси ялӗнче вырнаҫнӑ. Унта виҫӗ ҫулхи шӑпӑрлансем валли хушма ушкӑн уҫнӑ. «Ҫӗнӗ ушкӑн — Пархикасси ялӗнче пурӑнакансемшӗн чӑн-чӑн уяв», — тенӗ хӗрлӗ хӑйӑва касма хутшӑннӑ май район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Георгий Егоров. Ҫитес эрнере районта тата тӑватӑ ушкӑн уҫӑлмаллине те пӗлтернӗ.
Аса илтеретпӗр, хальхи вӑхӑтра Кӳкеҫре ҫӗнӗ ача-пӑча пахчи тӑвас ӗҫ малалла пырать. Тӗрлӗ сӑлтава пула вӑл унччен палӑртнӑ тӗле хута каяймарӗ-ха.
